Эпӗ — чӑваш ачи. Манра чӑваш юнӗ чупать. Атте те, анне те манӑн чăваш. Эпӗ кунпа мӑнаҫланатӑп. Мана вӗсем сӑпкара чухнех чӑваш юррипе йӑпатнӑ. Хам мӗн пӗчӗкрен калаҫса уснӗ чӑваш чĕлхине питӗ юрататӑп. Манӑн ҫемҫе чĕлхепе калаҫас та калаҫас килет. Унпа кирек епле ӑсла шухӑша та витӗмлӗн палӑртма, сӑнарлӑ сӑмах ҫыхӑнӑвӗсемпе усă курса хуть те мӗнле пулӑма та каласа ӑнлантарма пулать. Чăваш сăмахӗ чӗре ҫумне ҫемҫен лексе ӑшӑтни тата мӗне тӑрать! Ку чĕлхепе мана темиҫе хут калаҫма ҫӑмӑлрах. Эпӗ ытги чĕлхесене кÿрентересшӗн мар. Анчах та ку чӑнах та ҫапла. Ăшшӑн каланӑ чӑваш сӑмахӗ кашни ҫын чунне ӑшӑтать, кӑмӑлне ҫӗклет тесе шутлатӑп эпӗ. Ватта-вӗтте вара вӑл йӑпатать, яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа пурӑнма хавхалантарать.
Эпӗ чăваш юррине, спектакльне, чӑваш передачине каҫса кайсах итлеме юрататӑп. Шкултан таврӑнсанах наци радионе яратӑп.Анне те манӑн чӑваш юррисене итлет. Мĕнле ҫепӗҫ вӗсем. Эпӗ ҫакна пӗчӗкрех чухне ӑнланм
...
Малалла вула »