Тĕнчере «синтетикăлăх» тата «аналитикăлăх» малта тăракан чĕлхесем пур. Студентсем валли çырнă темиçе кĕнекене те вуласа пăхрăм, анчах çак пулăма пĕринче те Николай Егоров пек ăнлантармаççĕ. Эпĕ çакна ку чĕлхеçĕн статйине /«Хыпар», 2010, ака, 27/ вуласа тухнă май калатăп. Апла-и, капла-и, - ĕçĕ унта мар.
«Пĕрле е уйрăм» çырасси аналитикăлăх-синтетикăлăхпа пачах та çыхăнман. Вырăс чĕлхин витĕмĕ пирки калаçни те ахаль çеç. Чăннипе вара пĕтĕмпех хамăрăн «мăнтăр» кăмăлтан килет. Урăхла каласан - эпир хамăр пĕр-пĕринпе мĕнлерех калаçса татăлнинчен. Мĕншĕн «хĕрача» пĕрле, анчах «вĕренекен ача» уйрăм? Çавнашкал айванла ыйтусене итлесе хăлха йÿçĕхсе çитнĕ ĕнтĕ.
Ăнлавсене «пĕрле е уйрăм» çырас ыйтупа халĕччен вун-вун, çĕр-çĕр статья тухнă. Пин-пин аргумент илсе кăтартнă. Апла пулин те Н.Е.чĕлхеçĕ ыттисен шухăшне пайăррăн илсе шĕкĕлчемест. Эпĕ çакна мăн кăмăллăх тесе çеç хаклама пултаратăп. Чăн та, Николай Егорович С.П.Горский ятне аса илет-ха. Анчах та кирлехчĕ-ши тахç
...
Малалла вула »