Ытларикун, 31.12.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сайта хак парăр

Пурĕ миçе хурав: 145
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çĕртме » 02
Хăйсем тăрăшсан, аслисем пулăшсан паянхи çĕнĕ ятсенчен хăшĕ-пĕри, тен, эстрада тÿпемне «çăлтăрсем» патнелле çывхарма та пултарĕ. Вăхăт кăтартĕ. Эстрада юррисене шăрантаракан çамрăксен «Çĕнĕ ятсем» конкурсĕ пирки эсир те илтнĕ-тĕр. Пуçласа йĕркеленĕскер Раççей шайĕнчи «Çăлтăрсен фабрикине» аса илтерчĕ пулин те хамăрла, чăвашла иртни савăнтарчĕ. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан 24 яшпа хĕр лекме пултарчĕ унăн финалне. Ака уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарти «Салют» культура керменĕн сцени çине халиччен ниçта та янăраман юрăсемпе тухрĕç вĕсем. («Çĕнĕ ятсем» проект авторĕ – Раççей «çăлтăрĕсемпе» ĕçлесе самаях пысăк опыт пухнă Геннадий Васильев).
Хăшĕ-пĕри калашле чăваш эстрадине «çÿп-çапран», «хывăхран» тасатас шухăш тытман йĕркелÿçĕсем. Унăн шайне ÿстерес, çамрăк талантсене тупса малалла аталанма пулăшас тĕллевпе çуралнă çĕнĕ проект. Юрă-кĕвĕ тĕнчи еннелле туртăнакан яшсемпе, хĕрсемпе хореографсемпе вокалистсем ĕçлеме тытăнасса, вĕсене юрлама, сассине тĕрĕс лартма кăна ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 744 | Хăçан хушнă: 02.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ик-виç çултанпах юрăç пулма ĕмĕтленнĕ, пĕрремĕш класрах ашшĕ-амăшне систермесĕр музыка шкулне çÿреме пуçланă, вуннăрах сăвăсем çырнă, хыççăнах вĕсене кĕвве хывма хăнăхнă, шкул пĕтериччен хăйĕн юррисен магнитоальбомне кăларнă эстрада артистне пĕлетĕр-и эсир? Аякка кайма кирлĕ мар, Чăваш Енрех пур ун пекки. Хăшĕ-пĕри чухларĕ те пулĕ: паян та çĕнĕрен çĕнĕ юррисемпе савăнтаракан Катя Петрова ача чухнех çавăн пек хастар пулнă иккен!
Чĕлхи уçăличченех, сăпкарах юрласа выртман-ши вăл? «Ÿссен эп те юрăç пулăп, Пугачева пек мана та телевизорпа пăхма пуçлăр-ха», – шалт тĕлĕнтернĕ калаçма кăна пуçланă Катя сенкер экран умĕнче ларакан тăванĕсене. Пĕр-икĕ хут илтнипех ас туса юлнă юрăсене кунĕпе ĕнĕрлесе çÿрекен хĕр пĕрчи урăх нимĕн çинчен те шутлама пултарайман тейĕн.
– Кашни уяврах сцена çине кăларатчĕç ăна, пĕчĕкскер микрофон шнурĕнчен такăнса ÿкесрен хăраса кăна лараттăм, – калаçăва хутшăнчĕ юрăç амăшĕ, хĕрĕ пекех илемлĕ саслă Мария Александровна.
Математикăна уйрă ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 730 | Хăçан хушнă: 02.06.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:00:49
Шырав
Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!