Ытларикун, 26.11.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çĕртме » 2 » ПАЯН – ÇĔНĔ ЯТСЕМ, ЫРАН, ТЕН, ПАЛЛĂ ЮРĂÇСЕМ…
ПАЯН – ÇĔНĔ ЯТСЕМ, ЫРАН, ТЕН, ПАЛЛĂ ЮРĂÇСЕМ…
19:07
Хăйсем тăрăшсан, аслисем пулăшсан паянхи çĕнĕ ятсенчен хăшĕ-пĕри, тен, эстрада тÿпемне «çăлтăрсем» патнелле çывхарма та пултарĕ. Вăхăт кăтартĕ. Эстрада юррисене шăрантаракан çамрăксен «Çĕнĕ ятсем» конкурсĕ пирки эсир те илтнĕ-тĕр. Пуçласа йĕркеленĕскер Раççей шайĕнчи «Çăлтăрсен фабрикине» аса илтерчĕ пулин те хамăрла, чăвашла иртни савăнтарчĕ. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан 24 яшпа хĕр лекме пултарчĕ унăн финалне. Ака уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарти «Салют» культура керменĕн сцени çине халиччен ниçта та янăраман юрăсемпе тухрĕç вĕсем. («Çĕнĕ ятсем» проект авторĕ – Раççей «çăлтăрĕсемпе» ĕçлесе самаях пысăк опыт пухнă Геннадий Васильев).
Хăшĕ-пĕри калашле чăваш эстрадине «çÿп-çапран», «хывăхран» тасатас шухăш тытман йĕркелÿçĕсем. Унăн шайне ÿстерес, çамрăк талантсене тупса малалла аталанма пулăшас тĕллевпе çуралнă çĕнĕ проект. Юрă-кĕвĕ тĕнчи еннелле туртăнакан яшсемпе, хĕрсемпе хореографсемпе вокалистсем ĕçлеме тытăнасса, вĕсене юрлама, сассине тĕрĕс лартма кăна мар, илемлĕ хусканма та вĕрентессе чылайранпа кĕтнĕччĕ. Тинех мехел çитрĕ-ши?
Кирек епле çынна та, ĕçе те тиркевлĕрех куçпа пăхса хурлама та, ытлашши мухтанипе çĕклесе яма та пулать. Пирĕн те, журналистсен, ырласси те, хурласси те пур. Анчах хальхинче эпир ытлашши сăмах ваклас темерĕмĕр. "Çĕнĕ ятсем” конкурсăн финалисчĕсене хаклама пынă паллă профессионалсен шухăшĕ витĕмлĕрех те вырăнлăрах пуласса шантăмăр.
Альбина Сарри юрăç: Ытти жюри членĕсемпе пĕрле конкурс финалне тухнисен пултарулăхĕпе маларах та паллашма тÿр килчĕ. Чунтанах савăннине пытармастăп. Ку таранччен чăваш эстрадин пуласлăхĕшĕн питĕ кулянаттăм, юрлама пĕлни-пĕлменни те тÿрех пысăк сцена çине васкани тĕлĕнтеретчĕ. Паянтан лăпкăнах çывăрма пуçлăп. Малашне çамрăк юрăçсене çакăн пек суйласа илсен «хывăхĕ» сцена хыçĕнчех юлĕ, куракан умне чи пултаруллисем çеç тухĕç.
Дмитрий Митяев "Чăваш Ен” наци радио журналисчĕ: Питĕ кирлĕ проект, çавăнпа финал концертне ертсе пыма та хаваспах килĕшрĕм. Конкурса хутшăннисен юррисене хамăрăн радио хумĕсемпе «Каçхи миксра» та янраттартăмăр. Ялсемпе хуласенче пултаруллă яшпа хĕр сахал маррине курса ĕнентĕмĕр, анчах хăйсен тĕллĕн эстрадăна тухма, пултарулăхне кăтарма, малалла аталанма йывăртарах вĕсене. Финала çитнисемпе профессионалсем ĕçлени тÿрех курăнчĕ, хăйсене килĕшÿллĕ тытни, тивĕçлĕ шайра юрлани кăмăла çĕклерĕ.
Геннадий Васильев, проект пуçаруçи тата ертÿçи: Пĕлтĕрхи кĕркуннеренпех пынă конкурсăн чи çутă таланчĕсем тухрĕç финала. Çур çул ытла питĕ тăрăшса ĕçлерĕмĕр вĕсемпе: хореографсем те, вокалистсем те, режиссерсем те. Тĕрлĕ районта йĕркеленĕ концертсене хутшăнтарни те пулăшрĕ: çамрăксем сцена çинче хăйсене ирĕклĕрех, хăюллăрах тытма хăнăхнине пурте асăрхарĕç. Мĕн палăртни, ĕмĕтленни пурнăçа кĕчĕ темелле. Кăлтăксемсĕ-рех мар-ха. Çул çинче тĕл пулакан чăрмавсене ăна утса тухмасăр пĕлме çук теççĕ. Малашне вĕсене те шута илме тăрăшăпăр.
Валентина Кузнецова, юрăç: Чылайăшĕ юрлани те, хăйне сцена çинче еплерех тытни та кăмăла кайрĕ. Талантлă хĕрсемпе каччăсем, пирĕн ĕçе малалла тăсакан нумай. Эппин, чăваш эстради çĕкленессе шанма пулать. «Мехел» конкурсра «хунавĕсем» пулсан, кунта аслăраххисем, «чечекĕсем».
Финала тухнă хĕрсемпе каччăсен пултарулăхне хаклакансен йышĕнче Августа Уляндинăпа Альбина Сарри юрăçсем, Лия Чернова тележурналист, Радик Семенов аранжировщик, «Чăваш Ен» наци радио пуçлăхĕн çумĕ В.Н.Дмитриев пулни те конкурс тивĕçлĕ шайра иртнине палăртрĕ-тĕр.
Çĕнтерÿçĕсене – виççĕмĕш вырăна тухнă Эльза Ильинапа (Элĕк районĕ), Евгений Николаева (Шупашкар районĕ), иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ Николай Кузьминпа (Муркаш районĕ) Ирина Апполоновăна (Çĕрпÿ районĕ), пĕрремĕш вырăна çĕкленнĕ Алина Федоровăна (Вăрмар районĕ), çавăн пекех SMS сасăлав тăрăх мала тухнă Наталия Васильевăна (Елчĕк районĕ), «Куракан кăмăлне кайнă юрăç» ята илнĕ Ольга Васильевăна пысăк сцена çинче тата курасса шанас килет.
«Çĕнĕ ятсем» уçрăмăр, эстрада тÿпемĕнче вĕсен çăлтăрĕ çуталасса кĕтмелли çеç юлчĕ.

Алина ГЕРАСИМОВА ("Самант")
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 740 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:12:39
Шырав
Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!