Тăван чĕлхе – чун уççи Кăшавăш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Е.Майкова республикăра аван пĕлеççĕ. 33 çултах «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрен-тĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ Евгений Александрович. Темиçе çул каялла Чăваш Ен тата Раççей президенчĕсен гранчĕсене илнĕ. Вăл çавăн пекех тăван чĕлхе вĕрентекенсен çĕршыври конкурсĕн дипломанчĕ.
Тавра курăма саракан уçлăх Çирĕп пĕлÿ никĕсне хывасси ĕç пÿлĕмĕнчен пуçланать. Шкулти чăваш чĕлхи кабинечĕ ăс-хакăл тĕнчине çул уçма, тавра курăма сарма пулăшакан уçлăх. Мĕн кăна çук-тăр кунта? Ачасен çитĕнĕвĕпе, тăван халăхăн кун-çулĕпе, сăмахлăхĕпе
...
Малалла вула »