Евгений Александрович Майкова Раççей Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх Премине çĕнсе илнĕ ятпа хĕрÿллĕн саламлатпăр!
Тăван чĕлхе – чун уççи Кăшавăш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Е.Майкова республикăра аван пĕлеççĕ. 33 çултах «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрен-тĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ Евгений Александрович. Темиçе çул каялла Чăваш Ен тата Раççей президенчĕсен гранчĕсене илнĕ. Вăл çавăн пекех тăван чĕлхе вĕрентекенсен çĕршыври конкурсĕн дипломанчĕ. Тавра курăма саракан уçлăх Çирĕп пĕлÿ никĕсне хывасси ĕç пÿлĕмĕнчен пуçланать. Шкулти чăваш чĕлхи кабинечĕ ăс-хакăл тĕнчине çул уçма, тавра курăма сарма пулăшакан уçлăх. Мĕн кăна çук-тăр кунта? Ачасен çитĕнĕвĕпе, тăван халăхăн кун-çулĕпе, сăмахлăхĕпе, сăвви-юррипе паллаштаракан стендсем, чăваш календарĕ... «Ашшĕ-амăшĕн кĕтесĕ» те пур. – Нумайăшĕ аслисем ăçта ĕçленине пĕлмест. Килте пĕр-пĕринпе хутшăнма вăхăт çук пулсан класра паллашчăр, – ăнлантарать Евгений Александрович. Таса та çутă, хăтлă класс ешерсе ларакан чечексемпе тата илемлĕрех курăнать. – Аквариумра пулăсем ишетчĕç, сивĕпе пĕтрĕç. Чĕвĕлти кайăк та ирĕке вĕçсе тухса кайрĕ. Учителĕн ĕçри тĕп хатĕрĕсем – компьютерпа проектор. Унчченхи пек урок планĕ çырса вăхăта сая ямасть вăл. Тĕлĕнтермĕш техникăра 21 çул туптанă ĕç материалĕсем. Республикăри, çĕршыври пултаруллă, хастар учительсен пуян опытне тĕпе хурса хатĕрленĕ ăна. Ачасемшĕн чи усăллине, пахине пуçтарнă. Халĕ урокра анлă усă курать. Вĕренекенсен – электронлă тетрадьсем. Килти ĕçе дискет çырса пурнăçлаççĕ. Класри компьютер ачасен ĕçне тĕрĕслесе хаклать. – Кĕнеке-тетрадь вĕсене йăлăхтарнă. Çĕнĕ мел кăсăк, хаваспах вĕренеççĕ, – каласа парать Е.Майков. Урок, çĕнĕ тема асра юлччăр, интереслĕ пулччăр тесе вĕрентÿ ĕçне ачасене те явăçтарать. Анчахрах Ю. Скворцовăн «Ултăк» хайлавĕ тăрăх çиччĕмĕш классем кино та ÿкернĕ. Сочинени çырас вырăнне çакăн пек пĕлтерĕшлĕ, пысăк ĕç тунă вĕренекенсем. Шкулта час-часах пăхаççĕ ăна. Ватă амăшне пăрахса кайнă çамрăкăн тыткаларăшĕ ачасен чĕрине пăлхатни куçкĕретех. Вĕрентекене кура вĕренекенĕ Пурнăçпа тан пыма тăрăшни ача-пăчана та тĕлĕрме памасть. Унăн вĕренекенĕсем çулсерен район, республика олимпиадисемпе конкурсĕсене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Кăçал районти «EXCELSIOR» конференци-фестивальте Алексей Георгиевпа Ольга Дмитриева ăнăçлă ăмăртса республика конкурсне хутшăнма тивĕçнĕ. Пĕтĕм Раççейри «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă-конкурсра та пысăк балсем пухнă. Шкул пурнăçне вĕренекенсене ытларах явăçтарма, кăсăклантарма педагог «Калем» хаçат кăларса тăрать. Ачасемпе «Шкулăн кĕнеке рекордне» хатĕрлеççĕ. «Аван-и?» – Евгений Александрович, эсир ачасемпе хăвăра кам пек туятăр: аслă юлташĕ пек е учитель евĕр? – Паллах, чи малтан педагог эпĕ. Анчах вĕсем манра аслă юлташне те курасшăн. Тăхтав вăхăтĕнче çакă уйрăмах сисĕнет: пырса канашлаççĕ, ачашланма хăтланаççĕ... Çемье ăшши çителĕксĕррипе урăх çĕрте шыраççĕ вĕсем. Эпир час-часах походсене, экскурсисене, çул çÿревсене тухатпăр. Пире çакă çывăхлатать. Чăваш чĕлхи кабинетне çĕкленÿллĕ кăмăлпа пырса кĕреççĕ. «Аван-и?» – тесе тăван чĕлхепе сывлăх сунса алă тытни темрен те паха. Çапах учительпе вĕренекен хушшинче виçеллĕ чикĕ кирлĕ. – Юлашки вăхăтра çамрăк ăру тăван чĕлхерен ютшăннăн туйăнать. – Эпир Шупашкар çывăхĕнче вырнаçнă пулин те ачасем чăвашлах калаçаççĕ-ха. Тăван чĕлхене юратасси шкултан, çемьерен пуçланать. Чăваш чĕлхи сехечĕсене чакарнине ниепле ăнланаймастăп. Экзамен та 9-мĕш класра çеç. Тăван чĕлхе – чун уççи, чун çимĕçĕ. Унран ютшăнса ÿснĕ ача хамăрăн халăхăмăра та хисеплеми пулать. – Паянхи учитель сăн-сăпачĕ... Мĕнлерех вăл? – Учителĕн пурнăçран, çĕнĕлĕхсенчен юлмалла мар. Ячĕ хисепре пулмалла. Шел, вĕсен шалăвĕ тивĕçтермест паян. Педагогăн та çемйине тăрантармалла. Ирĕксĕр хушма ĕç шырама, вăй-халне урăх çĕре яма тивет унăн. – «Вĕрентекен çулталăкĕнче» мĕн кĕтетĕр, мĕне шанатăр? – Яваплăх ÿсет. Конкурссемпе ăмăртусем нумай палăртнă, ĕлкĕрсе, пурнăçласа пыма кансĕртерех. Çапах педагогсен хăйсене кăтартма майсем пур. Кăçал учителĕн пархатарлă, йывăр ĕçне тинех тивĕçлипе хакласса шанатпăр. – Эсир мăшăрпа ялан пĕрле: ĕçре, килте. Ывăнтармасть-и? – Мăшăрăм, Маргарита Семеновна, директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ. Эпир унпа ачаранах пĕрле вĕреннĕ. Çакă пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланма пулăшать çеç. Юратман ĕç – тамăк. Пире хамăр суйласа илнĕ професси килĕшет, вăй-хăват парса тăрать.
"Хресчен сасси"
Çыпăçтарнисем: |