Вырсарникун, 12.05.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 205
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Архив материалов
Миçе хут пăхнă: 1098 | Хăçан хушнă: 27.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

По сути, электронный дневник (он же - электронный журнал) - компьютерная система управления бизнесом, но заточенная под школу. Она предусматривает управление информацией обо всем, что связано с учебой. Это оценки, расписание, звонки, школьные кружки, родительские собрания. Это аналитика: успеваемость, поведение, прогулы и т.п. Это информирование "пользователей" - директора, учителей, учеников и родителей.
Каждая из наиболее известных сегодня "дневниковых" систем (NET-школа, ОКО.ру, ballov.net) создана для противодействия "испорченному телефону" - тому, что информацию от учителей к родителям обычно передают школьники, естественно, изменяя ее в своих интересах. Кроме того, значительная часть технической, административной работы при этом автоматизируется. Примеры удачного использования новой технологии уже есть. Так, в Пермском крае она действует с прошлого года.
- Электронные дневники и журналы - это целая цепочка заинтересованности учителей в проведении соврем ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 658 | Хăçан хушнă: 25.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Юпа уйăхĕн вĕçĕнче Мускавра "Раççей чунĕ” фестиваль иртнĕ. "Халăх юрри-кĕвви” номинацире Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнчи халăх инструменчĕсен ансамблĕн ертÿçи Сергей Федотов çĕнтернĕ. 
Çĕр-шывра çакнашкал премие тăватă çул каялла халăх коллективĕсен ертÿçисене, эпос лартакансене, ал ĕç ăстисене пама пуçланă. Кăçал пилĕк номинацире пирĕн ентешсĕр пуçне Пенза, Петрозаводск, Амур çинчи Комсомольск тата ытти хула ертÿçисен парнисене тивĕçнĕ. Чыслав Мускавра раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче пулĕ.
Сергей Федотов Шăмăршă районĕнчи Кахăрлă Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халăх юрри-кĕввине мĕн ачаранах кăмăллать. Культура училищинче, унтан Хусанти культура институтĕнче вĕреннĕ. Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче вăй хума пуçласан, 1981 çулта, "Эревет” халăх инструменчĕсен ача-пăча ансамбльне йĕркеленĕ. Пĕчĕкскерсем унта 7 çултан пуçласа çÿреççĕ.
Ушкăн Раççей, тĕнче шайĕнчи тĕрлĕ фестивальпе конкурса хутшăнса лауреат ятне тивĕçнĕ. Гастрольсе ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 640 | Хăçан хушнă: 24.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Первоклассница из Калуги Алена Плясова стала одной из победительниц международного конкурса Мини-мисс мира. Финал этого конкурса прошел в турецком городе Кемер. По результатам конкурса талантов и дефиле Алена обошла десятки соперниц и получила заветную корону. А в качестве главного подарка девочке вручили огромную куклу.

Миçе хут пăхнă: 1920 | Хăçан хушнă: 20.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Каникул хыççăн шкул пурнăçне, çĕнĕ кун йĕркине хăнăхса пыратăр ĕнтĕ. Çапах иртерех тăма йывăртарах пулĕ, хăш чух нихăçан та çывăрса тăранаймассăн туйăнать-и... 
Ун пек ан пултăр тесен пирвайхи вăхăтра иртерех выртса çывăрмалла. Кĕçĕн классене çÿрекенсен талăкра 9-10 сехетрен кая мар канмалла. Çителĕклĕ çывăрайман ача урокра тимсĕр, вĕрентекен каланине ас туса юлма йывăр ăна.
Çавăнпа каçхине 9 сехетре выртма тăрăшмалла. Çапла майпа организм канса вăй пухма ĕлкĕрет. Кулленех пĕр вăхăтра, 7 е 6 сехет те 30 минутра (шкулĕ аякра пулсан) тăрсан, ирхи зарядка тума хăнăхсан хăвăра чылай лайăхрах туйма пуçлатăр. Паллах, ăшă вырăн хыççăн тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçлассине, турник çинче туртăнассине йăлана кĕртме çăмăлах мар. Çапах тăрăшса пăхма юрать – усси пысăккине хăвăрах туйса илме пултаратăр. 
Çăвăнса шăлсене тĕрĕс тасатма хăнăхăр: çÿлтисене – çÿлтен аялалла, аялтисене – çÿлелле. Апат çинĕ хыççăн çăвара чÿхеме ан манăр.
Шкула кайиччен апатланма тăрăшăр. Кунне 4-5 ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 1826 | Хăçан хушнă: 12.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Туссем, халĕ шăпах 2011 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче илсе тăма хаçат-журнал çырăнмалли хĕрÿ тапхăр. Анчах сахăр, сахăр тенипе çăварта пылак пулас çук, "Тантăш”, "Тетте”, "Самант” çырăнăр тенипе пурте почтăна чупас çук. Ку вара кăлăхах! Мĕншĕн тесен, кам "Тантăш”, "Тетте”, "Самант” çырăнмасть, ну-у-май çухатать. 
Пĕрремĕшĕнчен, республикăри тантăшăрсен вĕренĕвĕпе канăвĕ, интереслĕ те пархатарлă ĕçĕсем çинчен урăх ниçта та тупса вулаймăр.
Иккĕмĕшĕнчен, "Тантăшра” çеç патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсен (ЕГЭ) çĕнĕлĕхĕсем, тăван чĕлхепе литература экзаменĕсенче тĕл пулакан ыйтусем, сочиненисен тĕслĕхĕсем пичетленеççĕ.
Виççĕмĕшĕнчен, шăпах "Тантăшра”, "Теттере”, "Самантра” ача-пăча ÿкерчĕкĕсем, сăвви-калавĕ, сăн ÿкерчĕкĕсем пичетленеççĕ.
Тăваттăмĕшĕнчен, "Тантăш” урлă çеç çывăх çыннăрсене кирек хăçан та, кирек мĕнле уяв ячĕпе те тÿлевсĕрех саламлама пулать.
Пиллĕкмĕшĕнчен, хаçат-журнал ирттерекен тĕрлĕ конкурсра, викторинăра мала тухса республикипех палăрма май ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 885 | Хăçан хушнă: 08.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Чăваш халăх сайчĕпе Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕ ирттерекен «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» ятлă тĕнче тетелĕнчи фантастикăллă хайлавсен литература ăмартăвĕн I тапхăрĕ вĕçленчĕ. Эрне каярах хайлавсен шучĕ пĕлтĕрхинчен самай сахалтарах пулассинчен шикленеттĕмĕр («Йышăнас тапхăра тата тепĕр 10 куна тăсмалла мар-ши?» — шутлаттăмăр), анчах та юлашки виçĕ-тăватă кун хушшинче хутшăнакансен йышĕ самай ӳсрĕ — кунне вуншар-çирĕмшер çыру илтĕмĕр. Ку пире, паллах, самай чăрмав кӳрет — халĕ пирĕн кунне-çĕрне пăхмасăр ĕçлеме тивĕ (хайлавсене вырнаçтармалла-çке!). Çавăнпа та ыйтасшăн — тархасшăн, тепĕр ăмартусене хутшăннă чухне ĕçе юлашки кунсене ан хăварăр! Эсир нумайăн... эпир вара, хаклакансем, пĕрре-иккĕн çеç. 
Малалла иккĕмĕш тапхăр пуçланать — ярса панă хайлавсене тишкересси тата вулакансен кăмăлне кайнă хайлава палăртасси. Ку ĕçе сирĕнсĕр тума май çук — эсир сасăламасăр вулакансен кăмăлне кайнă хайлава пĕлеймĕпĕр. Вулăр! Сасăлăр! Чӳкĕн 26-мĕшĕччен вăхăт чылай (сас ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 551 | Хăçан хушнă: 01.11.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (1)

«Çук, çывăрма ман вăхăт çук, куç хупма та кăмăл çук. Канăç çук çав хĕрсенчен...» тесе юрлакан Петр Ермолаевпа тĕл пулса калаçма та май çук: паян Пушкăртстанра вăл, ыран – Мускавра... «Иртнĕ эрнере Тутар республикине кайнăччĕ, таврăннă чухнех Канаша кĕтĕмĕр, тепĕр кун Елчĕкре туй ирттертĕмĕр те тÿрех Мускава çул тытрăмăр. Чăваш дискотекинче пулнă вырăссем ресторан уявне йĕркелеме чĕнчĕç, пĕрремĕш хут йăлт вырăсла ертсе пыма, пĕр харăсах виçĕ залпа ĕçлеме тиврĕ. Мĕншĕн килĕшрĕмĕр-ши тесе ÿкĕннĕччĕ те ку çĕнĕлĕх витĕр те тухрăмăр – пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртрĕ. Каялла таврăннă чухнех çĕнĕ заказ илтĕмĕр – праçникре пулнă тепĕр çын хăйсен уявне ертсе пыма ыйтрĕ. Ирпе кăна çитрĕмĕр Мускавран», – васкасах сăмахлать Тутарстана тухса кайма хатĕрленекен Петр Ермолаев кулăш ăсти, эстрада артисчĕ, шоумен, тамада, конферансье тата ЧР Президенчĕн стипендиачĕ... 
Кушак пек çывăрсах хăйма çиейменнине туйни çапла ĕçлеме хистет-тĕр. Петя талăкра 5 сехетрен ытла канаймасть. Ларнă çĕрте ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 1216 | Хăçан хушнă: 24.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕ хăйĕн черетлĕ 66-мĕш сезонне "Уйăх çинчи пике” (пьеса авторĕ Раиса Сарпи) спектакльпе пуçларĕ. Çак кун пысăк уяв – Пукрав кăна мар, чăвашсен паллă ÿнерçи, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ преми лауреачĕ, театр тусĕ Анатолий Сидорович Розов çуралнă. Пурăннă пулсан Анатолий Сидорович 77 çул тултаратчĕ. (Вăл кăçалхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче пирĕнтен уйрăлса кайрĕ). 
"Уйăх çинчи пике” спектакле чăваш халăх легендине тĕпе хурса йĕркеленĕ. Ачасем, эсир тулли уйăха сăнаса пăхнă-и? Тимлĕн тинкерсен пирĕн ума кĕвенте çакнă хĕр мĕлки тухать. Унăн витрисенче – тăп-тăрă çăл куç шывĕ. Ăна ĕçсен вăй кĕрет. Çĕр çине çав шыв çумăр пулса тăкăнать те, пĕтĕм ÿсен-тăран чĕрĕлет... 
Турă, Пÿлĕхçĕ, Пихампар, Çĕр-паттăр, Хĕвел амăшĕ, Хĕвел-паттăр тата вĕсене хирĕçле сăнарсем тухрĕç сцена çине. Яланхиллех Зоя Зорина артистка Усалук тухатмăш ролĕпе куракана тĕлĕнтерчĕ. Алина Каликова (Хĕвелпи), ЧР тава тивĕçлĕ артистки Алевт ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 621 | Хăçан хушнă: 24.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Тăван чăваш халăхĕ утса тухнă çул питĕ вăрăм, мухтавлă та чаплă. Эпир нихăçан та мĕскĕн халăх пулман. Историн кирек хăш самантĕнче те пирĕн тĕлĕнмелле паттăрсем пулнă. Тискер тутар-монголсем тапăнса килсен вĕсемпе Челпир патша хăюллăн кĕрешнĕ. Ун хыççăн Ылтăнпик патша тăшмансене хирĕç хастаррăн тăнă. Ылтăнпик хĕрĕ Ылтăнчеч тата унăн савнă мăшăрĕ Бачман çар пуçĕн паттăрлăхĕ çинчен çынсем çавăн чухнех вун-вун юрă хывнă. Упи-паттăр, Саврăш-паттăр, Сăкăт-паттăр çинчен тата мĕн чухлĕ халăх каларăшĕсем юлнă! Эпир паян куна çитиччен Чекерчек-паттăрпа Пайтул Искеев вил тăприсене юратса пăхса пурăнатпăр. 
Темиçе çул тискер тутар-монголсемпе пынă хаяр та юнлă кĕрешÿре каярах Чăваш-паттăр ятлă çар пуçĕ чапа тухнă. Вăл ертсе пынипе пăлхар-чăвашсем ХIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче тутар-монголсен çарĕсене темиçе хутчен те çĕмĕрсе тăкнă. Уйрăмах хальхи Челябинск облаçĕн çĕрĕ çинче, Миасс шывĕ хĕрринчи çапăçура, Чăваш-паттăр ертсе пыракан пирĕн мăн асаттесен çарĕсем чапа тухнă.
... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 1050 | Хăçан хушнă: 24.10.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 18 19 20 21 22 ... 28 29 »


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:09:47
Шырав
Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!